Паян Хӗрлӗ Чутай вӑтам шкулӗнче "Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук" Республика шайӗнчи фестиваль иртрӗ. Кунта чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хунӑ уроксем, вӑйӑсем, сӑвӑсем, ташӑ-кулӑ пулчӗҫ. Пирӗн шкулти 7-мӗш класра вӗренекен Максимова Инна "Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне" номинацире хӑй ҫырнӑ прозӑллӑ ҫырӑва илемлӗ каласа парса иккӗмӗш степеньлӗ диплома илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Вӗрентекенӗ - Марина Анатольевна Петрова.
"Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук"
