«Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă»

«Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă»



«Аваллăхсăр малашлăх  çук» йăлана кĕнĕ уявра нарăс уйăхĕнче Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пултăмăр. «Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă»– тенĕ ваттисем. Эпир те сахалăн пулсан та хисеп тăвас терĕмĕр çак уява.

Шкулти виçĕ вĕренекен хутшăнчĕç çак районта  республика шайĕнче йĕркеленĕ мероприятие:  6-мĕш класра вĕренекен Максимова Инна,  5-мĕш класра вĕренекен Кириллова Даринăпа Никитина Дарья хутшăнчĕç. 

«Ҫĕнĕ вăркăш» ярăмра Максимова Инна «Аваллăхсăр малашлăх çук» сăвăпа,  Кириллова Дарина «Илемлĕ-çке ачалăх» сăвăпа хутшăнчеç.

Ташă ярăмĕнче чăваш халăх ташшине ташласа пачĕç, «Халăх юрри – чун уççи» номинацинче «Эпир кунта хăнара» юрăпа виççĕмĕш вырăна  çĕнсе илчĕç.

Ҫак хутшăннă мероприятире вĕренекенсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Мурайкина хатĕрлесе ертсе пычĕ.