Ĕçе чăваш тĕрриллĕ тумпа çÿрер-и?

Ĕçе чăваш тĕрриллĕ тумпа çÿрер-и?



Çулленех чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн республикăра Чăваш тĕррин кунне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл канмалли куна лекнĕрен уяв мероприятийĕсем чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртрĕç.

Эпир те ЧР Культура министерстви «Ĕçе – тĕрĕпе» республика ирттерекен акцие хутшăнтăмăр. Çавна май паян ĕçе е вĕреннĕ çĕре чăваш тĕрри-эрешĕллĕ тумпа е капăрлăхпа  килтĕмĕр.

 #Деньчувашскойвышивки2023 #наработусвышивкой