Чӑваш чӗлхи – тӑван
чӗлхе!
Эс – чи пахи, эс – чун
уҫҫи.
Тӑван чӗлхе - чӑваш
чӗлхи,
Пин чӗлхерен чи ҫепӗҫҫи. (О.Титова)
Ака
уйăхĕн 25-мĕшĕ – пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн паллă кун. Çак кун, çурхи илемлĕ
вăхăтра, чăвашсене çутта тухма пулăшнă И. Я. Яковлев çуралнă кун, тĕнчери пур чăваш Чăваш чĕлхи кунне паллă тăвать.
Эпир те, ҫак паллӑ кун халалласа, ача садне ҫӳрекен ачасемпе вӑйӑ кунӗ
ирттертӗмӗр, чӑваш тӗррине аса илтӗмӗр, чӑваш илемлӗ тумне тӑхӑнса
сӑвви-юррине юрларӑмӑр, сас паллисемпе паллашрӑмӑр.
Авторĕ: Алина Молисова, шкул çумĕнчи «Ҫăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ