Вĕренÿ институчĕ кăçал пĕрремĕш хут «Несĕл эткерлехĕ»
конкурс ирттерчĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн культурине çемьере
тытса пырасси, йăли-йĕркине, ăсталăхне упраса хăварасси.
Конкурса чăвашлăха упракан 25 çемье хутшăннă. Конкурса
тăратнă ĕçсенчен тăххăрăшĕ «Эпир – туслă кил-йыш» номинаципе, тепĕр тăххăрăшĕ –
«Пирĕн тăван кĕтес» номинаципе, виççĕшĕ – «Эпир тăван халăхăмăрăн
йăли-йĕркисене кил-йышра тытса пыратпăр!» номинаципе, тăваттăшĕ – «Ĕмĕр-ĕмĕр
янра эс, тăван чĕлхем» номинаципе пулнă.
Видеороликсенче конкурсантсем çемьен пурнăçне, кил-йыш
тĕп вырăна мĕне хунине, наци традицийĕн, культурин уйрăмлăхĕсене уçса пачĕç,
тăван ялăн, хулан, республикăн паллă вырăнĕсем çинчен каласа панă.
Жюри членĕсем кашни ĕçпех тимлĕ паллашса 6 çĕнтерÿçĕпе
14 призёра палăртнă.
Çĕнтерÿçĕсен списокĕнче Хусанушкăнь шкулӗн 1-мӗш класс вӗренекенӗ Нагорова Татьяна – «Туслă йыш» ӗҫӗпе «Эпир – туслă кил-йыш» номинаци призёрӗ (ертӳҫи – В.А.Нагорова учитель).
Конкурс призёрӗпе
унăн ертӳҫине саламлатпăр. Ĕçре, вĕренÿре ăнăçу сунатпăр!