Чăваш тĕррин кунне Чăваш Республикин пуçлăхĕн йышăнăвĕпе кăçал пĕрремĕш хут ирттереççĕ. Чăваш тĕррин кунне чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче çулсерен ирттерме Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев хăй пуçарнипе 276-мĕш номерлĕ Указпа çирĕплетнĕ. Ĕлĕкхи тĕрĕсем пире халĕ те хăйсен илемĕпе тĕлĕнтереççĕ, савăнтараççĕ. Çавăнпа чăваш тĕрĕ-эрешĕпе нумайăшĕ кăсăкланать. Чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен кăткăс, илемлĕ, тăпăл-тăпăл тата хăйне евĕр пулнипе уйрăлса тăрать. Тĕрĕ вăл – халăх пултарулăхĕн мĕн авалтан упранса юлнă пуянлăхĕн пĕр тĕсĕ. 9-мĕш класра ирттернĕ класс сехетĕнче ачасем чăваш тĕррин пуянлăхне, илемлĕхне, ăсталăхне, хамăрăн тĕрĕ-эрешпе мăнаçланас, çак ÿнер тĕсĕ чăнахах та мухтава тивĕçлине видеороликсем пăхса ĕненчĕç. Тĕлĕнтермĕш тĕрĕ-эрешре чăвашăн ăс-хакăлĕ, ăраскалĕ, пехилĕ, кăмăл-сипечĕ, ĕмĕчĕ-шухăшĕ, йăли-йĕрки сыхланса юлнине палăртрĕç. Тăван халăхăмăрăн культура пуянлăхне, несĕлĕмĕрсен иксĕлми аваллăх еткерне упраса пурăнмаллине ăнланчĕç.