Паян, 2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, мĕнпур чăваша Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» иртрĕ. Пĕрисем радио-телевизор, теприсем Интернетри хутшăну тетелĕсене вырнаçтарнă аудиофайлсене итлесе хăйсем чăваш пулнине пĕлтерчĕç.
Пирĕн шкулăн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акцие активлă хутшăнчĕç, диктант çырса чăваш пулнине палăртрĕç, тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван халăхран, тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илчĕç.