25 апреля - День чувашского языка

Чăваш чĕлхи- тăван  чĕлхе

Чăвашсене çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 164 çул çитнине халалласа Хусанушкăнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ.

Чăваш чĕлхи эрни валли ятарлă ĕç планĕ турăмăр. Ăна курăнакан вырăна коридора çакрăмăр. Шкул линейкинче ĕç планĕпе паллаштартăм.

1979-мĕш çултанпа тухса тăракан «Çеçпĕл» литература хаçатне кăлартăмăр. Унта чăваш И.Я.Яковлевăн кун-çулĕпе пултарулăхне çутатса панă. Чăваш чĕлхине халалласа çырнă 5-7-мĕш класс ачисем çырнă сăввисене пичетленĕ. Тăван чĕлхен пĕлтерĕшне уçса паракан йеркесене çырнă. Чаплă сăвăçсем тăван чĕлхене  мухтани те унта вырăн тупнă.

Коридор стени çинче çавăн пекех Чăваш Улăпĕ И.Я.Яковлев çырнă «Чăваш халăхне» халалĕ пур, унăн сакăр пилне уçса панă. Чăвашсене  париархĕ Иван Яковлев йăх-несĕлĕн таблиципе те паллашма май пур.

 5-9-мĕш классем хушшинче çул çÿрев станцийĕсен  «Анне пилленĕ тăван чĕлхе»  ăс-хакăл вăййи иртрĕ. Синонимсен тата тест ыйтăвĕсен станцийĕсенче 5 класа çитекен пулмарĕ. Антонимсен станцийĕнче 7 класс малта пулчĕ. Шÿтлĕ ыйтусен станцийĕнче 8 класс палăрчĕ. Логогрифсен станцийĕнче 5-пе 9 классем çĕнтерчĕç. Тест ойтăвĕсенче каллех 5-мĕш малта пулчĕç. Вĕренекенсем пилĕк станци витĕр тухса 74 балл пухса 5-мĕш класра вĕренекенсем 1-мĕш вырăна тухрĕç. 66 балл пухса 2-мĕш вырăнта – 8-9 классем. 3-мĕш вырăнта –  6-мĕшсем, вĕсен  62 балл.

И.Я.Яковлевăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ  çинчен калакан кĕнекесен куравне йĕркелерĕмĕр. Кунта И.Я.Яковлев ачалăхне, çамрăклăхне, вĕреннĕ çулсене, пултарулăх çул-йĕрне, шкулсем уçнине, чăваш халăхĕшĕн тĕлĕнмелле пысăк ĕçсем тунине вуласа пĕлме пулать. И.Я.Яковлев нумай тĕрлĕ аталаннă çын пулни тĕлĕнтерет: педагог тата психолог, писатель тата критик, редактор тата издатель, куçаруçă тата кĕнеке саракан, фольклорист тата этнограф, историк тата искусствовед, общество деятелĕ тата философ, энциклопедист.

5-9 классем хушшинче И.Я.Яковлев кун-çулне тата ĕçĕ-хĕлне пĕлессипе çыхăннă «Асамлă уй» вăйă та кăсăклă иртрĕ. Пĕрремĕш турта 7-мĕш класри Тимофеев Н. палăрчĕ. Иккĕмĕш турта 8-мĕш класри Орлова Н. панă ыйтăвăмне маларах пĕлчĕ. Виççĕмĕш турта финала хутшăнма ирĕк çĕнсе илчĕ. Финалти çĕнтерÿçĕ -  8-мĕш класри Дмитриева Н. Куракансем хушшинчи ыйтăва   9-мĕш класри Афондеркина З. пĕлчĕ. Вăйăра вылякансем пурте приз илме тивĕçлĕ пулчĕç.

5-6 классече вĕренекесем чăваш чĕлхин олимпиадинче вăй виçрĕç. Чи пултарулли – Токшикова М. (5 класс), иккĕмĕш – Фаттахова Д. (6 класс), виççĕмĕш – Никитина Л. (5 класс), Алежейки В. тата Макаров Д. (6 класс).

Ребуссен тупсăмĕн конкурсĕ 5-8 классем хушшинче иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна виçĕ ача çĕнсе илчĕ: Токшикова М. (5 класс), Фаттахова Д. (6 класс), Орлова А. (8 класс). Иккĕмĕш – Ванюшкин К. (5 класс), виççĕмĕшĕнче 5 ача пĕрешкел балл пухма пултарчĕç – Александров С. (5 класс), Степкина А. (7 класс), Тимофеев Н. (7класс), Андреева А.(8 класс), Лихутина К. (8 класс).

Пиллĕкмĕшпе улттăмĕш классем чăваш поэчĕсен сăввисененчен йĕркеленĕ «Тӑван чĕлхе чуна ҫĕклет» литмонтаж лартса пачĕç. Н.Сандров, Ю.Сементер, И.Ивник, А.Алка, А.Канаш, Я.Ухсай, В.Урташ, В.Давыдов-Анатри, Л.Мартьянова, Илпек Микулайĕ, В.Ахун, Г.Н.Волков тăван чĕлхе çинчен сырнă сăмахсем янăрарĕç.  Чăваш çĕрĕ  çинче хăвна чăн-чăн çын пек туйса пурăнас тесен атте-анне панă чĕлхене манмалла мар, тĕрĕс те сăпайлă калаçса ун шайне çÿле çĕклемелле, çак пурлăха куç шăрçи пек сыхламалла, пахаласа упрамалла тени тĕп вырăнта пулчĕ.

7-8 классем И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен калакан  «Улăпла чун-хаваллă аслă вĕрентекенĕмĕр» викторинăра тупăшрĕç. Чи нумай балл пухаканни: 7-мĕш класри Степкина А., иккĕмĕшĕнче – 8-мĕшĕнчи Андреева А., виççĕмĕшĕнче – 7-мĕшĕнчи Пономарева Е.

Шкул линейкинче чăваш чĕлхи вĕрентекен С.В.Яруткина «Тăван чĕлхемĕр – иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ» темăпа доклад туса пачĕ. Вăл докладра атте-анне чĕлхи хаклă, чăваш халăхĕн пуянлăхĕ, аваллăхĕ пулнине палăртрĕ. И.Я.Яковлев – пурнăçне тăван халăха çутта кăларассишĕн, унăн телейĕшĕн халалланă кĕрешÿçĕ. Ăна  «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр», «Улăпла хăват», «Чăваш культурин аслашшĕ», «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăваш халăхне культурăллă халăх çемйине кĕртрĕ» тесе хакланă.

Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене палăртса чысланă.

Пĕтĕм Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă конкурса хутшăннă ачасем йĕркелÿ комитетĕнчен Чăваш чĕлхи эрнинче сертификатсем, дипломсемпе пĕчĕк сувенир парнесене тивĕçрĕç.

Чăваш чĕлхи эрнинче тăван чĕлхене халалланă ĕçсене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Яруткина С.В. хатĕрленĕ тата ертсе пынă.

 

 Отчета хатĕрлекенĕ – чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен С.В.Яруткина.

                                          2012-мĕш çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕ