«Пĕлетĕр- и эсир?» вăйă- конкурс

 Шкулта чăваш чĕлхипе литератури эрни пынă май ачасене кашни кун тĕрлĕрен вăйăсемпе ĕçсем кĕтеççĕ. Хĕрсех сăвăсем çыраççĕ, вуланă произведенисем тăрăх ÿкерчĕксем ăсталаççĕ.Акă чăваш чĕлхипе литератури учителĕ Яруткина С.В. ертсе пынипе хастар ачасем «Çеçпĕл» литература хаçачĕ кăларчĕç. Ачасем унта хăйсен сăввисене киленсех вулаççĕ. Пуçватмăшсемпе ребуссен тупсăмне шыраççĕ. 5- 7 классем хушшинче грамматика вăййисем вылярĕç,  9 мĕш классем «Сăмах вăййи» конкурсра интересленсех хутшăнчĕç. Паян акă 8 -мĕш класс ачисемпе вĕсен  тавракурăмне аталантарас: тавçăрулăха ÿстерес, ăнкаравне, шухăшлав хăвăртлăхне аталантарас тĕллевпе, тăван чĕлхе пуянлăхĕпе усă курса ытарлă калаçма вĕрентес шухăшпа  ИКТ мелĕпе  усă курса «Пĕлетĕр-и эсир? Вăйă- конкурс иртрĕ. Икĕ ушкăн: «Илемписемпе» «Паттăрсем» çивĕч кĕрешĕве тухрĕç. Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсене , халăхăн ăс-хакăл  пуянлăхне епле ăнланнине, Чăваш çĕр-шывĕн культурине, историне  хăйсем епле пĕлнине тĕрĕслерĕç. «Илемписем» хастартарах та ăслăрах пулнине палăртрĕç, вăйăра çĕнтерчĕç.